Type a search term to find related articles by LIMS subject matter experts gathered from the most trusted and dynamic collaboration tools in the laboratory informatics industry.
Херат | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Афганистан |
---|---|
Регион: | Херат провинциĕ |
Никĕсленĕ: | пирĕн эрăчен 500 çулсенче |
Хула, çултан: | |
Халăх йышĕ, пин çын: | 176 600 (2001) |
Хула лаптăкĕ: | 34° 20' ç. ш. км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 62° 12' х. т. д. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | {{{11}}} |
Херат, — Ăвханистанăн Херат провинциĕн тĕп хули. Хула патшалăхăн çурçĕр хĕвеланăç енче, Херируд юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Тинĕс шайĕнче 925 метр çӳллĕшĕнче ларать.
Пирĕн эрăчен 500 çулсенче хула Артакона, е Арейа, ячĕсенме паллă пулнă. Пирĕн эрĕчен 330 çулта хулана Александр Македонский ярса илнĕ. Ун хыççăн вара вăл Александрия-Арианаятпа паллă пулма тытăнать. Александр Македонский вилнĕ хыççăн хула пĕр-пĕрне улăштарса пынăскерсен авалхи тата вăтам ĕмĕрхи патшалăхсене кĕнĕ. Сасанидсем тата çавăн пекех Араб халифачĕ вăхăчĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ хула шутланнă. Хорасанра та, Саманидсен вăхăчĕнче, тĕп хуласенчен пĕри шутланнă. 1221 çулта хулана монголсем ярса илсе салатса çĕрпе танлаштарнă. 1236 çулта хулана çĕнĕрен çĕклесе пурăнма пуçланă.
XIII тата XIV ĕмĕрсенче хула историĕ Курт династиĕпе çыхăннă. Монголсем Мервпа Балха аркатнă хыççăн пысăк шёлк çулĕ Херат урлă кайма пуçланă. Вăл çул урлă Перси таварĕсене Индипе Китая илсе кайнă.
Тимуридсен вăхăчĕнче хула самай аталанса çитнĕ. Ку вăхатра туса лартнă хăш-пĕр çуртсем, мечетсем пирĕн вăхăтчен те упранса юлнă. Вĕсем халĕ культура палăкĕсем шутланаççĕ.
1732 çулта Херата Надир ярса илнĕ. 1747 çулта хула Дуран патшалăхне кĕнĕ. Ку патшалăх XIX ĕмĕрте саланса кайсан хула никама та пăхăнми пулса тăнă. Ун хыççăн Херат хулине ярса илессишĕн Иранпа Афганистан тупăшнă. Пери Раççей пулăшнипе, тепри Великобритани пулăшнипе усă курнă. 1863 çулта Херат тĕппипех Афганистана куçнă.
1979 çулта хулана Совет çарĕсем бомбардировкăланă хыççăн вăйлă ваннă.