FAIR and interactive data graphics from a scientific knowledge graph

Сорбонна

Сорбо́нна (фр. Sorbonne) — Парисăн университечĕ, малтан чухăн студентсен турă пĕлӳ шкулĕ пулса ĕçленĕ, кайран Парис университечĕн турă пĕлӳ факультечĕ шутне кĕрет; 1258 ç. Таса Людовикăн таса ашшĕ теолог Робер де Сорбон йĕркеленĕ. Халĕ — Францин паллă аслă пĕлӳ керменĕсенчен пĕри.

Сорбоннăн кун-çулĕ

Малтан çак шкул 16 çын валли, парисăн вĕренекен кашни халăхран 4 çынна (французсем, нимĕçсем, акăлчансем тата италсем) уйăрнă, анчах та часах 36 çын йышăнма май килнĕ. 50 çул иртсенех Сорбоннăн чаплăхĕ Европăн чылай ватă турă пĕлӳ факультечĕсенчен мала тухать.

Веренӳ курсĕ 10 çуллăха пулнă, юлашки экзаменра студента ирхи 6 сехетрен каçхи 6 сехетчен 20 вĕрентӳçĕ диспутра пĕлӳ тĕрĕсленĕ, вĕсем кашни çур сехетре улшăннă, хăй вăл канма та, çак 12 сехет экзамен хушшинче ĕçме те, çиме те пултарайсан. Çак тĕрĕслеве чăтса ирттернĕ Сорбонна тухтăрĕ (docteur en Sorbonne) пулса тăрать, ăна ятарлă хура çĕлĕк параççĕ. Сорбонна репутацийĕ çав тери ӳссе пынă, çавăнпа та ертӳçĕсем тухтăр титулне кашни монах орденĕн пĕр пайташне çеç тивĕçтерме йышăннă.

Догматсене тата тĕшмĕшсене йышăнни

Сорбонна тухтăрĕсен пухăвĕ.

Догматсене тытса пырса, Сорбонна çаплах вăтам ĕмĕрсен тĕшмĕш ĕçесене, тухатупа хура магине, сыхланă. Жанна д’Арк акăлчансен аллине лексен, Бедфорд херцăк ăна хирĕç таса мар вăйпа хутшăннă тесе айăпласан, Сорбонна çак тĕпчевçĕне мухтаса çырнă, Жаннăна çунтарса ярсан — ырласа кĕл тунă.

Сорбонна Гиз ăрăвĕн аллинче

Сĕме çухатни

Паянхи Сорбонна

Вĕренсе тухна паллă çынсем

Сорбоннăн амфитеатăрĕ
Сорбоннăн вулавăшĕ, Таса Иаков залĕ.

Сорбоннăра вĕреннĕ чăвашсем

Вуламалли

  • Ср. Franklin, "La Sorbonne" (1875);
  • Méric, "La Sorbonne et son fondateur" (1888);
  • Rashdall, "A history of the universities in the middle ages" (Л.,1895, т. 2: "Paris").

Каçăсем



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
  1. ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ